Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Е (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ЕВӐСЕМ, ҫ.я. Хӗр-упраҫ; хӗрарӑмсем. Сӑпайлӑх тени ҫеҫ куллен ҫухалать. Ҫамрӑк евӑсем те ытлашши сӗмсӗрленсе кайрӗҫ. ҪХ, 1998, 37 /, 12 с. Тепӗр чух хаш-хаш сывлаҫҫӗ ватӑ адамсем... Пурпӗрех пӗччен ҫӳреҫҫӗ ҫамрӑк евӑсем. Н.Теветкел //Ар, 2001, 19 /, 3 с.
ЕВӖКЛЕН, п.с. Килен, артаклан; ачашлан, йӑпӑлтат. Евӗкленсе калла килмешкӗн этем кунта [хапха умӗнче] илет хӑват. А.Лукин,1979, 78 с. «...Ырӑ ҫынна ял-йыш ютта [качча] памасть», евӗкленчӗ Пӑлаки. Хв.Агивер, 1984, 11 с. Вӑл [чун] ыррӑн-ыррӑн ирӗлӗ, ҫемҫелӗ, хӳтевсӗрленӗ те евӗкленсе. В.Энтип //Я-в, 1995, 10 /, 40 с.
ЕВРО, ҫ.с. Европа Союзӗн пӗрлехи валюти. Европа типографи фирмисем 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен евро укҫана хута ярассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Х-р, 18.08.2000, 3 с. 2002 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче еврозонӑри 12 ҫӗршывра евро пӗртен-пӗр тӳлев хатӗрӗ пулса тӑрать. Х-р, 14.09.2001, 3 с. Евро ҫине куҫнӑ [Пуҫелӗк]. Х-р, 19.02.2002, 2 с.
— евро тӳле (Х-р, 7.08.2003, 3 с.).
ЕВРОПӐЛАН, ҫ.с. Европа культурине ҫывӑхлан, Хӗвеланӑҫ Европӑран тӗслӗх ил. Ку масштаб азиатсем европӑланса пынине кӑтартать-мӗн, вӗсене чӑн культура шайне «ҫӗклет». Г.Федоров, 1996, 47 с.
ЕВРОПӐЛӐХ, ҫ.с. Хӗвеланӑҫ Европа пурнӑҫӗн, культурин, тата йӑли-йӗркин хӑй евӗрлӗхӗ. Айхи ӗҫӗнче, тен, ытларах «европӑлӑх» сисӗнет. А.Хусанкай //Х-р, 10.09.1992, 5 с. Анчах европӑлӑха шанни чылаях аркатнӑ-мӗн ун [сӑнарӑн] чунне. Эгоист туса хунӑ унран. Г.Федоров, 1996, 48 с.
ЕВРОЮСАВ, ҫ.с. Хӗвеланӑҫ Европа калӑпӗпе (стан-дарчӗпе) ирттерекен юсав ӗҫӗ. Лайӑх пурнӑҫ илӗртнӗренех бомжсене тара тытса «евроюсав» тунӑ. ҪХ, 1999, 39 /, 5 с. Чӑн-чӑн евроюсав валли укҫа ҫук. ҪХ, 2000, 37 /, 10 с. Кӑҫал Юнкӑпуҫӗнчи кафере евроюсав ӗҫӗсем турӗҫ. ҪЯ, 29.09.2001, 4 с.
ЕЛЬЦИНИЗМ, ҫ.с., тирк. 1991—1999 ҫулсенче Раҫҫей Президенчӗ пулнӑ Б.Н.Ельцин таврашӗ тата вӗсем тытса пынӑ политика. Пӗчченлӗхри нишлӗ ватлӑх Раҫҫейрен ельцинизмпа пӗрле кайӗ. Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. Чӑваш президенчӗ Ельцин кунӗсем пӗтсе пынине тата Раҫҫейри ельцинизм анӑҫри ятарлӑ службӑ-сене ... пулӑшма хушасса туйнӑ пулас. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с. Вӗсен сӑнӗсенче ельцинизмӑн хуп-хура паллисем. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
ЕЛЬЦИНИСТ, ҫ.с., тирк. Б.Н.Ельцинпа пӗр шухӑшлӑ, ун политикине майлӑ ҫын. Енчен те эсӗ коммунистсемшӗн сасӑламасӑр килӗнте ларсан, Патшалӑх Думине каллех ельцинистсем килӗҫ. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с. Ҫак уяв [Октябрь уявӗ] ельцинистсем Выборгри целлюлозӑпа хут комбиначӗн рабочийӗсене пенипе пӗр вӑхӑта килнишӗн хурланнине пӗлтеретпӗр. Ч-х, 1999, 28 /, 1 с.
ЕН, ҫ.п. Хут листин пӗр айкки; страница. Н.И.Ашмарин словарӗнче те пур ку сӑмах, 9 том, 136 ен. Н.Егоров //Х-р, 3.10.1996, 3 с. «Чувашский рассказ» кӗнекери 15-мӗш ене пӑхӑр. В.Станьял //Х-р, 13.02.1997, 4 с. Мари Эл тӗп архивӗ..., 174 ӗҫ, 2 ен. ЧЛК, 1998, 7 с.
танл., хутьен «страница» (Г.Айхи, 1988, 5 с.; Х-р, 5.01.1993, 3 с.).
ЕНТЕШЛӖХ, п.с. Ҫуралнӑ вырӑнтан аякра пурӑнакан ентешсен пӗрлӗхӗ; ҫӗртешлӗх. Чылай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн «ентешлӗх» тумалли шухӑшпа тӑваттӑш те килӗшрӗҫ. П.Осипов, 1971, 345 с. Ентешлӗхсем, общинӑсем хулара [Питӗрте] йӗркеленсе, чӑмӑртанса пынӑ тапхӑр. Х-р, 6.09.1996, 3 с. Тав, ентешлӗх! Эс пире чӗнсе пухрӑн пӗр ҫӗре. Ҫ-т, 1998, 2 /, 8 с. «Шупашкар таврашӗ» ентешлӗхӗн ӗҫ планӗнче ... ҫул-йӗр музейне уҫасси тӑрать. ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с.
— ентешлӗх туйӑмӗ (Х-р, 10.10.1992, 2 с.); ентешлӗх тымарӗ (Х-р, 28.02.1997, 4 с.);
— чӑваш студенчӗсен ентешлӗхӗ (Я-в, 1990, 6 /, 13 с.); ял ентешлӗхӗ (ХС, 1999, 13 /, 3 с.); Вӑрнар районӗн Шупашкарти ентешлӗхӗ (Т-ш, 1998, 13 /, 9 с.); Шупашкарти Трак ентешлӗхӗ (ХС, 1999, 1 /, 2 с.).
ЕШЕРӲ, ҫ.с. Йывӑҫ-курӑк чӗрӗлни, ешӗлленни. Чие тӗсӗ ҫапнӑ хурӑн турачӗсем ҫулҫӑсен ешерӗвӗнче ҫухалнӑ. А.Емельянов, 1985, 413 с. Ҫурхи ешерӳ Петьӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе, пӑлхатса ячӗ. ҪХ, 1997, 32 /, 4 с.
2. Куҫӑм. Чӗрӗлӗх, чечекленӳ, аталану. Тулаш енчи илем шал енчи илеме ешерӳ кӳтӗр. Ф.Мадуров //Я-в, 1986, 5 /, 9 с. Пулатех, килетех Ҫуркунне! Килӗшӳ-ешерӳ ҫитетех. А.Галкин //Я-в, 1995, 9 /, 4 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:32:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2844 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем